| 9375 | Пуян ҫын канӑҫсӑр. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9376 | Пуян ҫын кӗлмӗҫ пулсан кӗлпе тан. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9377 | Пуян ҫын кушакки тилӗ тытать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9378 | Пуян ҫын пурнӑҫӗ тӑвайккинчен аннӑ пек. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9379 | Пуян ҫын путек усрать, апӑрша ача пӑхать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9380 | Пуян ҫын пушмак ҫинче, начар ҫын кӑмака ҫинче. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9381 | Пуян ҫын ҫӑлтӑрӗ ҫутӑ пулать, начар ҫыннӑн тӗксӗм пулать теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9382 | Пуян ҫын тутлӑ ҫинӗ чух чухӑн ҫын та шыв ӗҫнӗ тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9383 | Пуян ҫын хӑраса пурӑнать, юрлӑ ҫын юрласа пурӑнать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9384 | Пуян ҫын чухӑн ҫын юнне ӗҫет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9385 | Пуян ҫын юррине чухӑн ҫын юрлаймӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9386 | Пуян ҫынна мул ҫитмест теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9387 | Пуян ҫынна ҫук ҫыннӑн чӑххи те кӑрккан курӑннӑ тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9389 | Пуян ҫыннӑн анчӑкӗ те тилӗ тытать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9390 | Пуян ҫыннӑн ачи-пӑчи тахҫанах ҫитӗннӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9391 | Пуян ҫыннӑн кирек мӗн калаҫни те килӗшет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9392 | Пуян ҫыннӑн куҫ выҫӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9393 | Пуян ҫыннӑн кушак кайӑкӗ те тимӗр кӑшласа татнӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9394 | Пуян ҫыннӑн мӑрйи чалӑш пулсан та тӗтӗмӗ тӳрӗ тухать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9396 | Пуян ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӗпер урлӑ каҫнӑ пек, начар ҫыннӑн пурнӑҫӗ тӑвайккинчен хӑпарнӑ пек. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9397 | Пуян ҫыннӑн сухалӗ те укҫа шӑлса пуҫтарать теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9395 | Пуян ҫыннӑн ҫӑкӑрӗ йӳҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9398 | Пуян ҫыннӑн ҫӑкри йӳҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9399 | Пуян ҫыннӑн тар юхтарма тарҫӑ пур. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9400 | Пуян ҫыннӑн ури пысӑк. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9401 | Пуян ҫыннӑн хӑлхи хытӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9402 | Пуян ҫыннӑн хӗрӗ ватӑлнӑ, чухӑн ҫыннӑн ывӑлӗ ватӑлнӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9404 | Пуян ҫыннӑн хуйхи, ҫук ҫыннӑн ыйхи. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9403 | Пуян ҫыннӑн хырӑмӗ пысӑк. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9405 | Пуян ҫыннӑн чӑххи-чӗппи лайӑх. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9406 | Пуян ҫынпа ан тавлаш. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9407 | Пуян та пуҫӗ урлӑ сикеймест, чухӑн та чунӗ урлӑ каҫаймасть. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9408 | Пуян тулӑ акать, чухӑн ясмӑк акать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9409 | Пуян укҫа вӗҫҫӗн, чухӑн чӗрне вӗҫҫӗн. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9410 | Пуян укҫи пуйтарать, ҫук ҫын укҫине пӗтерет теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9411 | Пуян хапхи йывӑр уҫӑлать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9412 | Пуян хӗлле тӑлӑппа-кӗрӗкпе шӑнса вилнӗ, начар ҫын ҫич хут кӗпепе вилмен. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9413 | Пуян хӗрӗ тесе пуҫна ҫӗклесе ан ҫӳре, чухӑн ҫын хӗрӗ тесе пуҫна чиксе ан ҫӳре. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9414 | Пуян хӗрне ан сӑхлан, хуйхӑ пусӗ пуҫ ҫине. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9415 | Пуян хӳринче те пушмак теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9416 | Пуян чӗри — хытӑ чул. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9417 | Пуян ятне пурте пӗлеҫҫӗ, чухӑн ятне кӳрши те пӗлмест теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9418 | Пуян ячӗ ҫӗклесе виҫӗ пуспа ан виртле. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9419 | Пуяна пурлӑх ҫывӑрма памасть. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9420 | Пуяна ют ҫынсем те паллаҫҫӗ, кӗлмӗҫе кӳрши те палламасть. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9421 | Пуянӑн автанӗ те ҫӑмарта тӑвать тет теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9422 | Пуянӑн автанӗ те ҫӑрха. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9423 | Пуянӑн алли каялла сапмасть, хӑй патнеллех туртать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9424 | Пуянӑн арча тулли укҫа, чухӑнӑн — ҫурт тулли ача. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9425 | Пуянӑн вӑкӑрӗ те ҫӑмарта тӑвать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |